Муркаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ Муркашри «Ҫӗнтерӳ» парка тата тӗп лапама ҫӗнетесшӗн. Ҫавна май аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Муркашри парка тӳре-шара 8 миллион тенкӗпе ҫӗнетме хатӗр. Ӑна кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Паркра канмашкӑн хальлӗхе хӑтлӑ условисем ҫук. Тротуарсем арканнӑ, пандуссем ҫук, унта чечексем те ешермеҫҫӗ. «Салтак» палӑкӑн никӗсӗ те юхӑнма пуҫланӑ. Ачасем валли вылямалли вырӑн ҫук – кӳлленчӗксем ҫеҫ.
Ҫӗнелнӗ паркра вара сукмаксем, тӗмсем, чечек клумбисем пулмалла. Ларса канма сак-дивансем вырнаҫтарӗҫ, «Икӗ мӑшӑр» ятлӑ 4 беседка пулӗ. Палӑк никӗсне те ҫӗнетӗҫ.
Муркаш районӗн сучӗ Муркаш ял тӑрӑхӗн депутатне айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл 18 ҫул тултарман ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, депутата юсанмалли ӗҫе 6 уйӑхлӑха янӑ.
37 ҫулти арҫын пӗлтӗр ывӑлне алимент тӳлеменшӗн административлӑ явап тыттарнӑ. Анчах депутата ку та тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хистемен: пӗрех ывӑлӗшӗн унчченхи арӑмне укҫа паман. Унтанпа вӑл 3400 тенкӗ ҫеҫ алимент тӳленӗ. Унӑн вара уйӑхсерен 8 пин тенке яхӑн памалла.
Арҫыннӑн парӑмӗ 80 пин тенкӗрен иртнӗ. Депутат судра хӑйӗн айӑпне тунман. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха.
«Кун пек уява тахҫанах курман», — тенӗ-мӗн Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти уява пухӑннисем. Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрлӗн кӗрлекен ял кунӗ пуль тетӗр-и? Мар-ха. Вӑл тӑрӑхри халӑх валли утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вырӑнти райпо пысӑк уяв туса панӑ.
Мӑн Сӗнтӗрти потребитель обществин савӑнмалӑх-палӑртмалӑх сӑлтавӗ чӑннипех пулнӑ — вӑл 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Вырӑнти райпон «ҫавра» дата ҫывхарнине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малтанах туйса тӑнӑ: иртнӗ уйӑх тӑршшӗпех райпо лавккисенче «Чи хастар туянакан» акци иртнӗ. Кам пин тенкӗрен ытлалӑх туянать, ҫавӑ лотерейӑна хутшӑнма тивӗҫет. Уявра вара чи хастар туянакансене парнесемпе чысланӑ. Николай Прохоров (уяв пирки хыпарлакан информацире вӑл ӑҫтан пулнине, шел те, каламан), сӑмахран, велосипедлӑ пулса тӑнӑ иккен. Ӑна кӑна чысламан-ха, ыттисене те парне лекнӗ. Кама — пӗчӗк хумлӑ кӑмака, кама — электричествӑпа ӗҫлекен чейник, кама — парне сертификачӗ. Парне списокӗнче ҫавӑн пекех — карас телефонӗ, телевизор, электровентилятор. Пурне те асӑнса пӗтереймӗн...
Уяв вара ирхи вунӑ сехетре мини-футболтан пуҫланнӑ.
Ял тӑрӑхӗсен сайчӗсем халь пурин те пур. Вӗсене влаҫрисем ятарласа темиҫе ҫул каялла хатӗрленӗ, пурте cap.ru сайтӑн никӗслӗхне (движокне) усӑ кураҫҫӗ. Ҫавна май вӗсенчен хӑшӗ лайӑхрах та чаплӑрах пулнине те палӑртма йывӑр. Ҫапах та вӗсене ҫӗнетсе тӑрас ӗҫе лайӑхлатас тӗлӗшпе тӗрлӗрен ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ-ирттереҫҫех.
Ак, нумай пулмасть, Муркаш районӗнчи сайтсем хушшинче ҫавнашкал ӑмӑрту иртнӗ. Пурӗ виҫӗ номинаци пулнӑ: «Чи лайӑх сайт», «Сайтан чи лайӑх дизайнӗ», «Чи вулакан сайт».
Пахалавҫӑсен, паллах, самай пуҫ ватма тивнӗ — 16 сайт хушшинче чи хӑтлине, уйрӑмах вӗсем пурте тенӗ пекех пӗрешкел курӑннӑран, тупма чӑнах та йывӑр. Ҫапла май сайт тытӑмне, унпа меллӗ усӑ курма май пуррине, материала вырнаҫтарнӑ май пултаруллӑха кӑтартнине шута илме тивнӗ.
Чи лайӑх сайт ятне Юнкӑ ял тӑрӑхӗн сайчӗ тивӗҫнӗ. Мӗн кӑтартуллӑ — те сӑпайлӑ пулнӑран — анчах та вӗсен сайтӗнче хӑйсем малти вырӑна тухни пирки пӗр сӑмах та ҫук. 2-мӗш вырӑн Муркаш ял тӑрӑхӗн сайтне лекнӗ, Катькассем — 3-мӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |